Morphology of Chuvash/Questions
Jump to navigation
Jump to search
Contents |
This page is questions and answers about aspects of Chuvash morphology.
-не[edit]
- Материалсен авторӗ шутне вӑл предприятире ӗҫлекен бухгалтера ҫырнӑ.
- Атнер Петрович ҫӗкленӗ ыйтусем хыҫҫӑн ҫак шухӑш патне ҫитрӗм.
- Хальхи вӑхӑтра 500 метр тӑршшӗ чул сарса тухма ӗлкӗрнӗ, 500 метр патнелле — асфальтне те хунӑ.
- Вӑл хӑйӗн историллӗ пулӑмӗсемпе хӑй патне илӗртет.
- Прогаммӑна 2010 ҫулхи Республика кунӗ тӗлне пурнӑҫламалла.
- 100 ӗҫ-хӗл ятне вӗрентетӗп, пӗчӗк диктантсем ҫыртаратӑп.
- Эсир мӗн шутлатӑр? Красноармейски ячӗн малтанхи ятне тавӑрмалла-и?
-и, -хи, -скер[edit]
-и[edit]
- Атӑл хӗрринче 11 сехетре парӑс регаттине курма май пур.
- Кире юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, ятне те унпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.
- Тӑратӑп ҫапла тинӗс хӗрринче, юлташа кӗтетӗп.
-хи[edit]
- Республикӑра хальхи вӑхӑтра 439 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсене пурӗ 53 728 ача ҫӳрет.
- Вӗсенчен лайӑххисене суйласа илме вара питех те ҫӑмӑл пулмарӗ.
- Вӑйлӑраххисен ушкӑнӗ часах палӑрчӗ — вӗсем Патӑрьел, Елчӗк, Муркаш, Шӑмӑрша тата Ҫӗмӗрле ҫамрӑк хоккейҫисем пулчӗҫ.
- 320—280 млн. ҫул шучӗ сийӗсенче пӑрлӑх каяшӗсем тупӑнаҫҫӗ, каяраххисенче вара ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен юлашкисем, вӗсен шутӗнче ихтиосавӑрсемпе диносавӑрсем, тӗл пулаҫҫӗ: Ҫак ӗнтӗ сӗм авал климачӗ хальхинчен самаях уйрӑлса тӑнине катартать.
- Спорт уявне йӗркелекенсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене чупӑвӑн тӗп паллиллӗ футболкӑсене, маттуртараххисене тӗрлӗ спорт хатӗрӗсем парнелерӗҫ.
- Чӗрӗ чечек ҫыххисем йӑтнӑ ватти-вӗтти ҫур ҫул каялла ҫӗкленсе ларнӑ Патриарх палӑкӗ умне 12 сехетре пуҫтарӑнчӗ.
- Ун сӑмаххисем тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗченхи тапхӑр питӗ йывӑр пулчӗ.
- 14 ҫулран аслисем ҫырав ыйтӑвӗсем ҫине хӑйсемех хуравлама пултараҫҫӗ, кӗҫӗнреххи'семшӗн вара — ашшӗ-амашӗ, е вӑл тивӗҫе пурнӑҫлакансем хуравлӗҫ.
- Хайхисем Шупашкара таврӑнма пуҫтарӑнаҫҫӗ.
- Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.
- Ӑҫта вырнаҫнӑ-ши чи малтанхисем?
-скер[edit]
- Студентсене, ку йытӑвпа кӑсӑкланаканскерсене пурне те семинара килме чӗнетпӗр.
- Анастасия Шитя, Шупашкарти УОР-та вӗренекенскер — тӗл лекессипе чи малти вырӑнта.
- 1789 ҫулта никӗсленӗскерте 10 пин ҫын ытла пурӑнать.
- Ятарласа вӗренмен, чун ыйтнипе ҫӳрекенскерсен ҫитӗнӗвӗсем те сумлӑ.
- «Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри.
- Паллах, хӑйсем хатӗрленӗскерпе, лавккара туяннипе мар.
- Пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре хӑйсен черетне кӗтсе выртаканскерсене республика тулашне ҫитересчӗ.