Chuvash/text bo

From Apertium
< Chuvash
Revision as of 14:25, 19 August 2011 by Hectoralos (talk | contribs)
Jump to navigation Jump to search

Ini: Администраци чăваш чĕлхине усă курас тĕлĕшпе тунă утăмсем ҫынсемпе ĕҫлекен пĕтĕм ĕҫ вырăнĕсенче (вĕрентекенсем, полицейскисем пекпысăк пĕтĕм коллективсене) унпа ĕҫлеме хушнине пĕлтерет. Тĕрĕссипе каласан, 1990 ҫулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухнă Республика Саккунĕн пĕрремĕш редакцийĕ (Раҫҫейре пĕрремĕш) ҫакна пурнăҫлама вунă ҫуллăх тапхăр йĕркеленĕ (Чăваш Республики 1993: 15–20) тата ун валли программа тунă (Чăваш Республики 1993: 59–73). Тĕллевленĕ тапхăр пачах та эффективлă пулмарĕ, енчен те Чăваш Ен никама пăхăнман ҫĕр-шыв пулсассăн тата правительство пĕтĕм ирĕксĕрлесе хистемелли майсене усă курсассăн ҫак лару-тăру пулса каймастчĕ. Анчах Чăваш Ен пăхăнман ҫĕр-шыв мар тата кунта чăвашсем хăйсен тăван чăваш чĕлхине ҫухатаҫҫĕ. Тĕслĕхрен, ку лару-тăру балт республикисемпе питĕ асăрхамалли уйрăмлăхсене кăтартать. Ку республикăсем Совет Союзĕнче 1989 ҫулăн пуҫламăшĕнче чĕлхисемпе ҫыхăннă саккунĕсенекăларма пуҫланă (Maurais 1991: 75). Общество вăйсăрлăхĕ тата бюджет пултарулăхсăр пулни чăваш саккунĕсене пĕтерчĕҫ. Унсăр пуҫне, Раҫҫей Федерацийĕн тĕп органĕсем федераллă саккунсене республика саккунĕнчен тата ҫӳлерех тăнине ҫĕнĕрен ҫирĕплетнĕ.