Chuvash/text bo
Ini: Администраци чӑваш чӗлхине усӑ курас тӗлӗшпе тунӑ утӑмсем ҫынсемпе ӗҫлекен пӗтӗм ӗҫ вырӑнӗсенче (вӗрентекенсем, полицейскисем пекпысӑк пӗтӗм коллективсене) унпа ӗҫлеме хушнине пӗлтерет. Тӗрӗссипе каласан, 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухнӑ Республика Саккунӗн пӗрремӗш редакцийӗ (Раҫҫейре пӗрремӗш) ҫакна пурнӑҫлама вунӑ ҫуллӑх тапхӑр йӗркеленӗ (Чӑваш Республики 1993: 15–20) тата ун валли программа тунӑ (Чӑваш Республики 1993: 59–73). Тӗллевленӗ тапхӑр пачах та эффективлӑ пулмарӗ, енчен те Чӑваш Ен никама пӑхӑнман ҫӗр-шыв пулсассӑн тата правительство пӗтӗм ирӗксӗрлесе хистемелли майсене усӑ курсассӑн ҫак лару-тӑру пулса каймастчӗ. Анчах Чӑваш Ен пӑхӑнман ҫӗр-шыв мар тата кунта чӑвашсем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхине ҫухатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ку лару-тӑру балт республикисемпе питӗ асӑрхамалли уйрӑмлӑхсене кӑтартать. Ку республикӑсем Совет Союзӗнче 1989 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ саккунӗсенекӑларма пуҫланӑ (Maurais 1991: 75). Общество вӑйсӑрлӑхӗ тата бюджет пултарулӑхсӑр пулни чӑваш саккунӗсене пӗтерчӗҫ. Унсӑр пуҫне, Раҫҫей Федерацийӗн тӗп органӗсем федераллӑ саккунсене республика саккунӗнчен тата ҫӳлерех тӑнине ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ.