Chuvash/text bo
Администраци чӑваш чӗлхине усӑ курас тӗлӗшпе тунӑ утӑмсем ҫынсемпе ӗҫлекен пӗтӗм ӗҫ вырӑнӗсенче (вӗрентекенсем, полицӗйскисем пекпысӑк пӗтӗм коллективҫене) унпа ӗҫлеме хушнине пӗлтерет. Тӗрӗссипе каласан, 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухнӑ Республика Саккунӗн пӗрремӗш редакцийӗ (Раҫҫейре пӗрремӗш) ҫакна пурнӑҫлама вунӑ ҫуллӑх тӑпхӑр йӗркеленӗ (Чӑваш Республики 1993: 15–20) тата ун валли программа тунӑ (Чӑваш Республики 1993: 59–73). Теллевлене тӑпхӑр пачах та эффӗктивлӑ пулмарӗ, енчен те Чӑваш Ен никама пӑхӑнман сер-шыв пулсассӑн тата правительство пӗтӗм ирӗксӗрлесе хистемелли майсене усӑ курсаҫсан ҫак лару-тару пулса каймастчӗ. Анчах Чӑваш Ен пӑхӑнман сер-шыв мар тата кунта чӑвашсем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхине ҫухатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ку лару-тару балт республикисемпе питӗ асӑрхамалли уйрӑмлӑхсене кӑтартать. Ку республикӑсем Совет Союзӗнче 1989 ҫулан пуҫламӑшӗнче чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ саккунӗсенекаларма пуҫланӑ (Maurais 1991: 75). Общество вайсарлӑхӗ тата бюджет пултарулӑхсар пулни чӑваш саккунӗсене пӗтерчӗҫ. Унсӑр пуҫне, Раҫсей Федерацийӗн тӗп органӗсем федераллӑ саккунсене республика саккунӗнчен тата ҫӳлерех танине ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ.